Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн.
Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла.
Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫӗ Александр Николаева шанса панӑ. Чӑваш Енӗн правительствин ертӳҫин ҫумӗ регион хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене пурнӑҫлӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, яваплӑ тилхепене Александр Николаева вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ пулнине шута илнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑрать. Регионсенче пулса пӑтӑрмахсене, Керчь хулинчи трагеди те ҫапла тума хистет-мӗн.
Должноҫе шаннӑшӑн Александр Николаев республика ертӳҫине тав тунӑ, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме шантарнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫирӗм тӑваттӑмӗш сессийӗ иртет. Кун йӗркинче пӑхса тухнӑ йышлӑ ыйту шутӗнче кадрсемпе ҫыхӑннисем те пулчӗҫ.
Григорий Данилова парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паянхи сессире Григорий Данилова ку пукансӑр хӑварчӗҫ. Ӑна ӗҫрен пӑрахтарма ыйтса комитет пайташӗсенчен чылайӑшӗ ҫырнӑ-мӗн.
Пушаннӑ вырӑна Александр Андреев депатат йышӑнма кӑмӑл турӗ. Комитет пайташӗсенчен пӗри ҫеҫ ӑна хирӗҫ сасӑларӗ, пӗри тытӑнса тӑчӗ. Ыттисем майлӑ пулчӗҫ.
Унтан Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухрӗҫ. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗсенчен пӗри пулса малашне Ирина Левицкая ӗслеме тытӑннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ӗнер шаннӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкернӗ май Ирина Левицкая обязательнӑй медицина страхованийӗнче чылай ҫул, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн, тӑрӑшни палӑрчӗ. Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фондӗнче вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ.
Маларах эпир сывлӑх сыхлав министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулмалли ҫынна палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынипе лару иртнӗччӗ. Унта Ирина Виноградована ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ тесе йышӑннӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсен ларӑвӗсем иртнӗ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех Григорий Данилов коммунистпа ҫыхӑннине те сӳтсе явнӑ.
Григорий Данилов депутата Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн. РФКП пайташӗ ҫак тивӗҫе тӳлевлӗ пурнӑҫланӑ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Вячеслав Рафинов ӗнентернӗ тӑрӑх, Данилова должноҫрен хӑтарма ыйтса комитет пайташӗсем ҫырнӑ. Ҫавна май ыйтӑва профиль комитечӗн ларӑвӗнче тишкерсе парламент сессийӗн кун йӗркине кӗртме сӗннӗ.
Паян, сӑмах май, ЧР Патшалӑх Канашӗ сессие пухӑнать. Григорий Данилов шӑпине «халӑх тарҫисем» паян татса парӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ҫапла хушӑва республика ертӳҫи Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ.
Светлана Каликовапа ҫыхӑннӑ тепӗр хушу та пулнӑ. Ӗнерех Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӑна цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫакӑн пирки премьер-министр 765-р номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Светлана Каликова малтан Элтепер Администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи те пулнӑ. Вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пресс-секретарьте те ӗҫленӗччӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑлах Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ.
Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнин сӑлтавне пӗлтермен. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен Михаил Игнатьев хӑйне информаци уҫлӑхӗнче хӳтӗленӗшӗн халӑх умӗнчех кӑмӑлсӑрланнӑ.
Светлана Каликова ку должноҫра 3 ҫул ӗҫленӗ. Малтан вӑл Элтепер администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи пулнӑ.
Аса илтерер: унчченхи пресс-секретаре Михаил Вансяцкие Элтепер 2015 ҫулта, республика пуҫлӑхӗн суйлавӗ умӗн, ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкарти агрегат савучӗ ӗҫе йышӑнать. Авӑн уйӑхӗнче унта 58 ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсен шутӗнче рабочисем, вӗсене пулӑшакансем, специалистсемпе служащисем пур.
Савутра пӗлтернӗ тарӑх, ҫу-авӑн уйӑхсенче 220 ытла ҫынна ӗҫе илнӗ.
Рабочисене йышӑннине предприятин персонал тата администраципе хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен директорӗ Анатолий Кадышев «палӑртнӑ производство планне тултарассипе тата кӑларакан продукци номенклатурине сарассипе» сӑлтавлать. Предприятире тата тепӗр 500 ытла ҫынна ӗҫе илмелле.
Агрегат савутне обрубщиксем, машина формовкин формовщикӗсем, форма пухакансем, тимӗрҫӗсем, термистсем, фрезеровщиксем, сверловщиксем, токарсем, слесарь-юсавҫӑсем, электромонтерсем тата ыттисем кирлӗ иккен.
Ӗҫ укҫи уйӑхра вӑтамран 25 пин тенкӗ тухнине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Надежда Валериановна Никандрова паянтанпа ҫак должноҫе йышӑнма пӑрахнӑ. Хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ-ши вӑл е кайма ыйтнӑ-ши — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн кӗске йышӑнӑвӗнче ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Надежда Валериановна министр ҫумӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе тимленӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хӗрарӑм малашне ӑҫта ӗҫлессине хыпарланине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хальлӗхе тупаймарӑмӑр.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн ертӳҫине ӗнер ӗҫсӗр хӑварнӑ. Ҫак должноҫе Сергей Фомичев пурнӑҫланӑччӗ.
Аса илтерер, ЧР Арбитраж сучӗ иртнӗ уйӑхра предприятие панкрута кӑларма йышӑннӑччӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Юрий Парамонова ҫирӗплетнӗ.
Сергей Фомичева ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сергей Фомичева должноҫран кӑларнӑччӗ. Ҫак хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Тепӗр кунхине, акан 26-мӗшӗнче, Сергей Фомичев каллех «Чӑвашавтотранс» ертӳҫи пулса тӑнӑччӗ. Иван Моторин каллех хушу алӑ пуснӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |